Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Случай - это самая древняя аристократия мира.(Заратустра)
 

Ad

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148427 views

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (191)]

Comments:

Agabazar // 2855.14.2382
2015.06.19 21:03
Agabazar
Аслă Атилĕх вăрçинче сывлăха çухатнисем паянхи куна пурăнса çитеймен пуль çав вĕсем. Çапăçса курнисем те сахалăшĕ çеç паянхи куна çиткеленĕ. Шухăшлассисем-ăнкарассисем хыçа юлнă пуль çав вĕсен те...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.20 08:25
Пурнӑҫра тем те пулать,Акасапар хӑта! Айван ҫырнинче тӗрӗслӗх те пулма пултарать. Аманса килнисенчен паянхи куна пурнакансем пур( урине амантнӑ 43-44-мӗш ҫулсенче, чавсине-и унта,хулпуҫҫипе пӗҫҫине-и). Тискер лагерьсенче ларса тухнисем те пурнакансем пур. Ӑнкарасси паллӑ,сахалрах. Аса илкелеҫҫӗ кӑна хӑшпӗр самантсене.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.20 08:47
Вӑрҫӑ ҫинчен нумай ҫырма пулать пирӗн,ҫӑмӑлттайсен.
Анчах паянхи кун Европӑра финанс дефолчӗ тапранма пултарать -леш 100 ҫул каялла 1-мӗш тӗнче вӑрҫине Америкӑн финанс воротилисем провоцировать тӑвас умӗнхи пекех. Амерсене вӑрҫӑ кирлӗ тӗнчери кирек мӗнле точкӑра пулсан та, только Америкӑра мар.Вӗсен халӑхӗ урамсенче мирлех ҫӳреть-ха,вӗсен халӑхӗ кунта нипри чем-вӗсем Раҫҫей,Украина,Греци ӑҫта вырнаҫнине те ӗретлӗн пӗлмеҫҫӗ. Европӑна Греци пенсионерӗсем кирлӗ мар, вӗсен пенси ҫине налук хурасшӑн, медицина услугисене НДС текен налук тӳлеттересшӗн.Кирлӗ-и пире кун пек пуласлӑх. Амерти воротилӑсене вопще Греци Халӑхӗ,Раҫҫей халӑхӗ пулмасан 10 хут питӗ те лайӑх.Ҫавӑн ҫинчен шухӑшла,Акасапар тусӑм.
Айван // 4292.84.0894
2015.06.21 20:53
Agabazar текен чӑваш нихҫан та халӑх ҫинчен шутламан, шутлама ӗмӗтленмест те. Унӑн хӑйӗн юррине юрламалла. Ӑна Аттилӗх вӑрҫи теми те интереслентермест.
Agabazar // 2980.74.2661
2015.06.22 00:31
Agabazar
Александр Алга

Июнĕн 22-мĕшĕ



Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.
Сасартăк, пĕр харăс тăрса,
Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа.
Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе
Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне,
Ахлатрĕ тавралăх, шартах чĕтренсе,
Тем шăхăрчĕ: хăшĕ-хăшне!
Вăл вут пек снаряд-мĕн шартлатрĕ çумра,
Сÿ килчĕ, сÿ кайрĕ хĕрÿ...
Пĕрех, çирĕп шанчăк çуралчĕ чунра,
Ун ячĕ – асту – Çĕнтерÿ.

http://www.nbchr.ru/virt_vov/p3_6_pr3.htm
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.22 06:35
Паян лӑпкӑ-ха тӑван ҫӗршывра.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.22 09:24
Александр Алка :"...Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа. ". Ҫакӑн пек васкамалла ан пултӑрччӗ нихҫан та. Мирлӗ пурнӑҫри савӑнӑҫа вӑрҫӑ хуйхипе танлаштармалла ан пултӑрччӗ пирӗн тата малалли ӑрусен.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.22 09:42
Вӑрҫине, ҫар ретне военкомачӗ хавассӑнах пуҫтарать арҫынсемпе хӗрарӑмсене. Анчах военкомат парӑмне тавӑрса пама васкамасть. Ку пулӑм пур ҫӗрти пекех чунсӑр, явапсӑрлӑх ҫынсем ӗҫленинчен килеть. Паянхи кун та 90 ҫулхи ветеран вилсе каять-военкомат хӑнк та тумасть.
Айван // 4292.84.0894
2015.07.01 21:40
Agabazar тете, эсӗ ҫакӑн пек хыпар илтнӗ и? --- Мугабе предложил Обаме руку и сердце:"На фоне легализации однополых браков в США президент Зимбабве - 91-летний Роберт Мугабе заявил о желании заключить брак с Бараком Обамой, передает The Zimbabwe Daily."
Айван // 4292.84.0894
2015.07.01 21:41
Це не Украина,це -не Россия. Це-Америка и ее псевдолидер.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, ... 20

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters