Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемКатӑлнӑ уйӑхХура çăкăрХĕллехи каçсенчеТантăшсемКăвак çĕмренЛаох

Малтан йăмăх, кайран...


Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнине Оля астумасть — виççĕре çеçчĕ ун чухне. Анчах çитĕнсе пынăçемĕн хăйне тантăшĕсенчен катăкрах пек туйма пуçларĕ, амăшне шеллеме тытăнчĕ. Темрен ытла арçынсен уявне — февралĕн 23-мĕшне — кăмăлламасăр ӳсрĕ: çав кун саламламашкăн уншăн çывăх çын тупăнмарĕ.

Улттăмĕш класа куçсан Оля хăйĕн амăшĕ Вера тăрук улшăнма тытăннине сисрĕ. Хĕрарăм ĕç хыççăн каярах юлса таврăнма пуçларĕ, ывăнса килсен те кăмăлĕ пăсăлни туйăнмарĕ, хаваслăрах тыткаларĕ хăйне. Кĕçех вĕсем патне хăнана Юра — амăшĕнчен виçĕ-тăватă çул аслăрах арçын — килкелеме тытăнчĕ. Пĕррехинче вара çĕр каçмах юлчĕ.

Анчах та сасартăк Ольăсем патне темĕнле хĕрарăм телефонпа шăнкăравлама пикенчĕ. Пĕр-икĕ хут чăрмантарнипе çырлахмарĕ хайхискер, шăнкăравламассерен хаярланса пычĕ вăл, хĕрачапа ун амăшне тавăрассипе хăратрĕ. Пĕррехинче хваттере килсе кĕчĕ. Верăпа Юра тата кĕтмен хăна кухньăра хытах шавларĕç. Хĕрарăм макăрса, Юрăна усал сăмахсемпе хăртса хăварчĕ.

— Тек пырса ан курăн, ывăлу патне ура ярса ан пус! — арçынна чышкипе юнаса тухса кайрĕ вăл.

Ăнланса илчĕ Оля: ку Юрăн арăмĕ.

Арçын тек Верăран уйрăлмарĕ, вĕсем иккĕшĕ пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Оля Юрăна хăнăхса пычĕ, пурăна киле ăна «атте» теме тытăнчĕ.

Малалла

Чĕрĕлĕх


...Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шыв юхать те — чул юлать.

Шухăшлăр-ха, тăвансем:

Ĕмĕр иртет — кун юлать...

Халăх юрринчен

 

Ярать çак юрă тарăн шухăша,

Çыран пекех: каçас — ăçта кĕперĕ?

Пăлханчăк туйăм шăнăçмасть ăша,

Чун иккĕлле — лăпланчĕ те кĕрлерĕ.

 

Кунсем иртни кулянтармасть мана,

Этем ăс-халĕ вăрăм ĕмĕр пачĕ:

Вилни те ырă суннă ырана,

Эппин малашлăх — чĕрĕлĕх хăвачĕ.

 

Мала кайсамччĕ, Пурнăç, Çĕр çинче

Таса шыв юхнă евĕр шăнкăр-шăнкăр.

Чи чурăс чунсене пула тĕнче

Пĕр вырăнта чул пек хытса ан шăнтăр.

 

Телей — чипер кунсем юлас пурри,

Пулмасть никам та вилĕмĕн хурри.

Ылтăн самана


Ушкăнра чух хирĕç тĕл пулсассăн,

Пĕр сăмах та ан кала мана.

Куçупа пăхса йăлл! çеç кулсассăн —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

 

Уявра чух хавхаланнă халăх

Ал çупса кĕтсе илет сана.

Юрă шăрататăн савăнмалăх —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

 

Хăнара чух сан çине пăхмастăп,

Эп çапах ялан санпа кăна.

Çывăхрах е хирĕçе ларсассăн —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

 

Çăлтăрлă çулпа, тул çутăлсассăн,

Лăпкă çил çитерчĕ саламна.

Эп ăна кĕтеттĕм куç хупмасăр —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

Мĕншĕн?..


Мĕншĕн куç илмесĕр ирĕн-каçăн

Сан енне пăхатăп-ши пĕрмай?

Кӳршĕ хĕрĕсем çумра кулаççĕ,

Ман мăя пăраççĕ тепĕр май.

 

Хурçă сăнчăр та тытса чараймĕ,

Çулăм витĕр хатĕр талпăнма,

Чуллă çумăр та пӳлсе тăраймĕ,

Эс чĕнсен, умна пырса тăма.

 

Ăмăрткайăк пек вĕçсе анасчĕ —

Кам-тăр çыхнă май çунатсене.

Такамсем усал сăмах сараççĕ

Ют яла качча тухан тесе.

 

Ӳкрĕм сăрт çине чупса çитсессĕн.

Çутă уйăх шăвăнать çӳлте.

Куçăм умĕнчех тăратăн эсĕ,

Юнашарах тейĕн ку тĕлте.

 

Ăшă çил пите пырса лăпкарĕ,

Симĕс курăк çупăрлать алла.

Лăпкăн тапрĕ манăн юн тымарĕ,

Çамрăк пурнăç шурĕ малалла.

Сĕве


Чĕмпĕр хулипе тĕлĕнсе утатăп:

Атăл, анлăскер, Кăнтăра анать,

çинçе пӳ — Сĕве Çурçĕре чупать.

 

Атăлпа Сĕве —

Çывăх тăвансем.

Çитнĕ чух пĕве

Курчĕç каччăсем.

 

Днепр, шарласа,

Юрату сĕнет.

Енисей курса,

Хăй патне чĕнет.

 

Лăпкă Дон сăнран

Япăх-и элле?

Тен, эс çул хыван

Атăл патнелле?

 

Атăлĕ чечен,

Лекрĕ тыткăна —

Сарă ту енчен

Хирĕç ыткăнать.

 

Лăпкă Дон — сăна! —

Тепĕр хĕр савать:

Яштака кăна,

Чунĕ — тарават.

 

Кăлăхах, Сĕве,

Кăнтăра юхан —

Хĕл пулман çĕрте

Телейӳ çук сан.

 

Чиперкке Сĕве,

Чăрсăр темелле,

Пăрчĕ юхăмне

Çурçĕр еннелле.

Çил-тăманлă каç


Институт пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн пирĕн хĕрсем çапла сĕнчĕç: пĕр-пĕрне нихăçан та манмалла мар, тăтăшах тĕл пулмалла, хăшĕ те пулин йывăрлăха лексен — пулăшмалла, уявсене пĕрле ирттерме тăрăшмалла. Каччăсем килĕшрĕç. Анчах пурнăç хӳри пăрăнăç çав. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне сапаланса пĕтрĕмĕр эпир. Ленăпа Светланăна пула кăна тăватă-пилĕк мăшăр, арăмлă-упăшкаллăскерсем ĕнтĕ, çыхăнăва татмарĕç. Институтра чухне çав икĕ хĕрпе туслă Алина та тĕлпулусене сиктермесĕр çӳреме тăрăшрĕ. Тантăшĕсен пуçарăвĕнчен ĕçрен пушанайман чухне кăна пăрăнма тивкелерĕ ун, пайтаçă çулне суйласа илнĕскерĕн.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне те, февралĕн 23-мĕшне, хĕрарăмсем пĕрле ирттерме калаçса килĕшрĕç. Упăшкисене Ленăсен дачинче, хуларан вăтăр çухрăмра, уяв туса пама йышăнчĕç вĕсем

Алина ĕçрен чылай кая юлса пушанчĕ, сакăр сехет иртсен çеç. Çитменнине тата çил-тăман тухрĕ. Кăшт канса илчĕ те хĕрарăм çăмăл машина çине ларса çула тухрĕ. Анчах инçетри дачăра ăна кĕтсе илеймерĕç: кирлĕ çĕре çитеспе вуникĕ-вунвиçĕ çухрăм юлсан хĕрарăмăн, шухăша кайнăскерĕн, машини пăрлак çул çинчен пăрăнса тарăн кĕрт ăшне чăмрĕ. Юрать хăй аманмарĕ-ха. Тарăхнипе хĕрарăм çăварĕнчен темиçе усал сăмах та тухрĕ. Упăшкине шăнкăравласа пĕлтерес — кĕсье телефонне ĕç пӳлĕмĕнче манса хăварнă. Тапаçланса пăхрĕ Алина — кăлăхах пулчĕ: машини вырăнтан хускалмарĕ.

Малалла

Пĕчченлĕх шăплăхĕ


Çут тĕнчене хура каç карчĕ.

Хăрушă шăплăх пуш пӳртре.

Йăраланать ыйхисĕр карчăк

Тăр пĕчченех сĕм тĕттĕмре.

 

Хăравçă вăрă евĕр шăплăх

Кунта пытаннă шăв-шавран.

Сехрийĕ унăн хытă хăпнă

Таçтан пĕр сасă тухасран.

 

Анчах парать пĕр шăрчăк сасă.

Те кăтăклать вăл шăплăха.

Хуралнă пӳрт те, чăтаймасăр

Кулса вăратĕ халăха.

 

Тăрса ларать аптранă карчăк,

Асаилет иртнисене:

Тахçан вăл пач телейсĕр марччĕ —

Ӳстернĕ чух ачисене.

 

Ун чух çак шăрчăкăн юррийĕ

Кĕмен пачах та хăлхана.

Мĕн пултăр ыйхăран тутлийĕ,

Туй-çуй вĕçтереймен ăна.

 

Паян кунччен курмарĕ канăç,

Пурне те хăйĕн тумалла.

«Çум курăк пахчара, мĕн калĕç,

Çын куриччен çумламалла».

 

Пуçа кĕми капланчăк шухăш.

Ав шăрчăк та «сĕм шăплăха

Кăтăкласа пĕр уссăр» шухă

Ача манерлĕ йăлăхать.

 

Пĕчченлĕх шăплăхĕ хăрушă,

Çĕрле те канăçа пăсать.

...Вакланчĕ пĕлĕт, юлчĕ хушăк —

Ват уйăх аллине тăсать...

«Пурнатпăр тупмалли юмах пулса...»


Пурнатпăр тупмалли юмах пулса.

Каларăшсем этем пирки нумай-мĕн:

«Шалта мĕскер — унта кĕрсе кураймăн,

Ăша ăшăтаймастăн вут хурса.

 

Пĕлмешкĕн питĕ йывăр-çке ăса,

Пăрçа хутаçĕ мар — çурса пăхаймăн...»

Анчах, тӳре пулма чарса сăпаййăн,

Мана сасартăк çак килет аса:

 

Кун-çул йăла-йĕрки хăш чух хатарлă.

Хура сăрра тăваççĕ хăрăмран,

Тен, шурă хурăнах такам çунтарнă.

 

Алли инкек-синкекĕн вăрăмран

Çынна тустарнă пуль — хуçса хăварнă

Пĕр эпĕ вăхăтра упрайманран.

«Уяртать çанталăк...»


Уяртать çанталăк,

Хытрĕ çутă пăр.

Вĕçленет çулталăк —

Ярăнмашкăн тăр.

 

Çырмана анатăп

Йĕлтĕре сырса.

Чи çӳлтен чăматăп

Ши çеç шăхăрса.

 

Кăпăшка тавралăх

Пас тăкса çиçет.

Хĕрелет хăвалăх,

Çăлтăрлă инçет...

Юрла, чĕкеç


Тулта — чĕкеç юрри,

Тулта пин-пин чечек,

Ах, чӳрече карри

Качча каяс хĕр пек.

 

Шур тюль, туй кĕпилле

Шăп урайне çити.

Мĕн пулчĕ хĕвеле?

Чунра та — аслати.

 

Качча каять савни!

Каччи кăна эп мар.

Унпа ташлаканни

Ман чунăмшăн кăвар.

 

Эп пĕчченех пӳртре,

Чĕнмест капрон чаршав.

Пĕрле пулма пире

Турри çырман пуль çав.

 

Тулта — чăн-чăн çулла,

Çунат çапать чĕкеç.

Юрла, чĕкеç, юрла!

Ман тусăм халь эс çеç!

■ Страницăсем: 1... 446 447 448 449 450 451 452 453 454 ... 796