Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ХусанЙытă тĕлĕкĕУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХĕрес хывнă хĕвелАтăл шывĕ юха тăратьҪул юлташӗ

Юратнă лаша Çăлтăр


Пĕр хресченĕн çирĕм лаша пулнă. Вăл вĕсене питĕ юратнă.Уйрăмах Çăлтăра килĕштернĕ. Çăлтăр пăхса ытармалла мар хитре пулнă. Ăмăр кĕрĕ лашан çамки çинче çăлтăр евĕрлĕ пăнчă пулнă, шăпах çавăнпа ăна Çăлтăр тесе чĕннĕ. Хресчен хăйĕн юратнă лашине вăрласа тарасран хытă хăранă, çавăнпа та каçсерен ăна уйрăм пӳлĕмре пысăк сăнчăрпа кăкарса усранă. Çăлтăр ирĕке тухса каясшăн пулнă. Пĕр кунхине хуçи ăна çитерме кĕрсен лаша картишне чупса тухать те карта урлă каçса уялла вирхĕнет.

— Çăлтăр! Çăлтăр! — кăшкăрать хресчен. Çук, лаша каялла çаврăнса та пăхмасть, пĕр чарăнми малалла чупса тарать. Лаша çилхи çилпе çиçсе юлнине кăна курса юлать хресчен.

Хăвăрт пуçтарăнать те лаша хыççăн чупать. Ăçта унта; Ăна вăл кунĕпе шыранă, шыранă, тупайман. Киле таврăннă чух ăна темĕнле хура çын тĕл пулнă.

— Ăçталла утатăр, ырă çыннăм? — ыйтать лешĕ.

— Эпĕ васкатăп-ха. Юратнă лаша тарса çухалчĕ, кунĕпе шырарăм, тупаймарăм. Турăран пулăшу ыйтма васкатăп-ха. Эсĕ кам вара?

— Эпĕ шăпах туррăн пулăшаканĕ. Вара эсĕ лаша çухатрăн-им?

— Çухатрăм çав, çухатрăм, — тет тимĕрçĕ.

— Эп пĕлеп сирĕн лаша ăçта çӳренине. Вăл Уйкас хыçĕнче çӳрет.

Малалла

Кунĕпех çутçанталăк йĕрет


Хĕрхенмесĕр пачах куççульне

Кунĕпех çутçанталăк йĕрет.

Тен, кӳреннĕ ултавлă кĕре?

Е такам-ши амантнă чунне?

 

Ах, мĕн чухлĕ илем таврара:

Капăрланнă сар шĕшкĕ кати.

Кайăк хурăн шăрçа пек карти

Кашнинех шухăша путарать.

 

Кунĕпех çут çанталăк йĕрет

Хĕрхенмесĕр пачах куççульне,

Тупайманшăн телейĕм çулне

Унпа макăртăм эп те пĕрле...

«Тул çутăлать...»


Тул çутăлать. Тăхлан пек тӳпере

Шупка сăрсем çуталчĕçĕ аран.

Курил утравĕсем çине тĕтре

Илсе килет мăнаçлă океан.

Канмасăр вичкĕн çил вĕрет,

Бамбук чăштăртатать хуллен.

Çӳлте вулкан салхуллăн тĕлĕрет...

Çак тăнăçлăх куç умĕнче куллен.

Тавралăх шăппăн, ыйхăллă сывлать.

Пĕр чĕптĕм куç хупман юлташăмсем.

Тӳпенелле антенна кармашать,

Тăнлаçсĕ шăплăха локаторсем.

Расчет хастар та тимлĕхĕ пирки

Аппаратура та ĕçлет кал-кал,

Куçать васкавлăн çутă пайăрки,

Экран çинче йăлтăртатать сигнал.

Куç виçейми, анаслă инçетре

Асăрханса вĕçет «чĕнмен хăна».

Анчах иртеймĕ пирĕн чикĕрен:

Куç вĕçертми сăнать расчет ăна.

Самант! Ир шăплăхне сирсе,

Çĕр чĕтретсе çĕкленеç кăйкăрсем,

Иртейĕçĕ çĕмрен пек вирхĕнсе —

Тӳпе хуралĕ — перехватчиксем.

Çĕршывăн анлă, аслă тӳпине

Варалама хăймасть «хура çăхан»!

Тăван Курил утравĕсем çинче

Тĕтре сапать мăнаçлă океан.

Чăваш Афродити


Те мираж-курăну,

те юмах ку, те чăн:

тахçанхи сăнлăхсем

чĕрĕлеççĕ черетĕн.

Июльти каçсенче

çухалатчĕ ăс-тăн,

тем тухатнă пекех

ухмаха эп ереттĕм.

 

Таврăнатчĕç хĕрсем

утăран юрласа —

эпĕ Греци мифне

айккине ывăтаттăм.

Илтесрен хăраса

ассăн тухнă сасса

хускалми, сывлами

чĕтресе çеç выртаттăм.

 

Сирпĕнет пĕвере

вут шĕрçа пек тумлам,

хăмăшри хăтлăхра —

çичĕ вутăш вылявĕ.

Эпĕ шик! шăхăрсан

çухалать çак асам —

темĕн пулнăн шаккать

юн кĕрлевĕ — тăнлавăм.

 

Хĕрсене кĕвĕçсе

хĕрелетчĕ хĕвел,

ват йăмра мĕлкипе

анăçра витĕнетчĕ.

Ман ăçта пытанас?

Хуть хĕрел, ан хĕрел —

кӳршĕ хĕрĕ ялан

ман енне çеç ишетчĕ.

 

Акăш пек авăнса

вăл çӳçне ухнă чух

шурă чăмăр кăкри —

тулли уйăх çавриччĕ.

Вуннăри ача тек

ярăнас çук чуччу —

ăнланми пăлхану

кăкăра вĕçсе килчĕ.

 

Куçăмра — тĕлĕнӳ,

Малалла

Чăваш таçта та пур


Ентешĕме З.Поповăна

 

Инçе çĕрте тăван сăмах саламĕ

Ытла та çывăх, ăшшăн янăрать.

Санпа тĕл пултăм та, мĕскер калам-ши?

Савăннипе чĕлхеçĕм такăнать.

Чăн малтанхи сăмахусем сан пулчĕç:

«Чăваш-и эс? Хăш районтан?»

Унтан çӳхе туту йăл кулчĕ:

«Хам Елчĕксем эп — Хăвăлçырмаран».

Вара çăлкуçăн шăнкăртатăвĕ —

Тăван сăмах — илтсе тăранайми.

Калаçăвăн çиппи мĕнле-ши татăлĕ?

Янрать чунра тăван «аре», «ами».

Çуралнă ял пек Кунашир утравĕ,

Утатăн ирĕккĕн, илемлĕн хумханса.

Кĕтне хăви! Çилпе ан авăн,

Пур пул, пул çирĕп те таса.

«Чăваш таçта та пур». Çак тĕрĕс.

Октябрь çул кăтартнăран вара

Чăвашăн ĕлĕк палăрман çул-йĕрĕ

Выртать океанра та космосра.

Чăхпа кушак


(Ватă колхозник каласа пани)

 

Эпĕ пиллĕк-улттăра чухне, пĕрре çулла пирĕн икĕ чăх кăлăклама тытăнчĕ. Пĕри, сарри, çӳлти сарайĕнче пурăк çинче ларать. Тепри, чăпарри, — кĕлет ӳмĕнче йăвара. Ытти виçĕ чăх çăмарта тăвасшăн йăвасен çывăхне пырсан, кăлăклакан чăхсем тĕкĕсене хăлартлантарса кăр-р-р, кăр-р! тесе кăшкăрма тытăнчĕç.

— Кай-кай! Ан кансĕрле мана чĕпĕ кăларма! — тетчĕç пулмалла вĕсем.

Анне пĕр кунхине икĕ чăххине те пусарма лартрĕ. Саррине çӳлти сарайĕнчи пурăках çăмарта хурса пачĕ, чăпаррине кĕлете, пысăк шăтăк чара çине, вырнаçтарчĕ. Иккĕшĕн айне те вунтăватшар çăмарта хучĕ.

— Пирĕн ĕнтĕ чĕпĕ нумай пулать! — терĕм эпĕ савăнса.

Анне манпа килĕшмерĕ.

— Пĕр пуслăхне сутатпăр: куланай тӳлеме укçа кăшт та пулин хутшăнтăр. Пилĕк чĕппине пĕлтĕр илнĕ кивçеншĕн парăпăр. Нумаях юлмĕç пирĕн чĕпсем, — терĕ вăл.

 

* * *

Эпĕ чĕпсем тухассине кĕтсе пурăнатăп. Пуслăх чăххисене иккĕшне те хăш чух çăкăр татăкĕсем тĕпретсе паратăп, хăш чух çĕрулми ватса çитеретĕп.

Малалла

«Тавралăх улшăнчĕ...»


Тавралăх улшăнчĕ,

Тăван уй-хир

Ĕнер çеç пушăччĕ,

Паян — шур пир.

 

Сисмесĕр, курăсăн,

Ларать хĕлле,

Янрамĕ купăсăн

Сасси çĕрле.

 

Мĕн-ма çунатсăр-ши

Вĕçсе кайма?

Элле çунатпăр-ши

Сив кĕл пулма?

 

Çанталăк улшăнтăр

Хăй еккипе,

Эпир çеç çунăпăр

Ялан хĕмпе.

 

Вăтанчăк çăлтăрăн

Çути инçе.

Тăратăн йăлтăррăн

Эс çеç, эс çеç...

«Суран ӳт илнĕ хыççăн юлĕ çĕвĕ...»


Суран ӳт илнĕ хыççăн юлĕ çĕвĕ,

чĕре çунни иртсессĕн те, пĕрех

таçта шалтă асаилӳ пĕр тĕвĕ

малашлăхшăн çыхса хăваратех.

 

Мĕн чухпĕ эпĕ саншăн асапланнă,

эс çавăн чухлĕ сивĕннĕ манран.

Çап-çутă сукмака халь пурте маннă,

пĕр эпĕ çеç ăна хальччен манман.

 

Сăнна самантлăха анчах курасшăн

çав сукмакпа çӳреттĕмччĕ ирччен.

Хĕвел çути те, ним те çукчĕ маншăн:

пĕр эсĕ çеç, пĕр эсĕ — пĕр тĕнче.

 

Шанчăкăмпа чечексене шăвартăм

куççулĕмпе эп сывлăм вырăнне.

Шутлаттăмччĕ: хама çука хăвартăм,

пĕлмесĕр чун пуянлăх пухнине.

 

Эх, мĕскĕнлĕх, вунçиччĕри айванлăх,

сăнна Турамăш евĕр пуççапни,

çĕр кашласа, выртса ĕсĕклени —

çак пурте таврăнсассăн пĕр самантлăх,

 

тата та çутă пулĕччĕ раскалăм,

хĕрӳллĕрех те танĕччĕ чĕре.

Эп пуррине манса эс пурăн канлĕ,

ман асăмра çавах манпа çӳре.

«Кунта хурăнсен пăшăлтатăвĕ çук...»


Кунта хурăнсен пăшăлтатăвĕ çук,

Лаштра йăмрасем кашламаççĕ.

Чуна чул пусса тăнă чух

Ачаш сăмахсем янрамаççĕ.

Хаяр океан хашлатса сывлани

Тăрать илтĕнсе аякран,

Шап-шурă çилхеллĕ хумсем выляни

Тӳрех курăнать кантăкран.

Кунта эрнипех шур тĕтре тыткăнне

Сирсе яраймасть вичкĕн çил,

Çӳлти вупкансен ĕнтрĕкри тĕлĕкне

Сыхлать ыйхăланă Курил.

Салхуллă тавралăх! Ялтравсăр илем!

Куноем ерипен шăвăнаççĕ.

Шуйханнă чарлан пек, пуçри шухăшсем

Тăван кил тавра явăнаççĕ.

Ӳсмеççĕ кунта яштака хурăнсем,

Лаштра йăмрасем кашламаççĕ.

Анчах океан, тĕтрери утравсем,

Кунсем пĕрин хыççăн тепри иртнĕçем,

Хастар чĕрене вырнаçаççĕ.

Декабрь — Раштав


Йывăçсем, пӳртсем-çуртсем

Пурте витĕннĕ юрпа.

Тур лаша пырать юртса

Чĕнтĕрленĕ çунапа.

 

Чӳрече умне хĕлле

Кăсăя пырса ларать,

Вăл мана паллать, пĕлет,

Çимелли ирех ыйтать.

 

— Вир кĕрпи çи, кăсăя,

Пĕрчĕ те ан яр сая.

■ Страницăсем: 1... 450 451 452 453 454 455 456 457 458 ... 796