Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑТом Сойер темтепĕр курса çӳрениСуя телейПĕчĕк патшалăхПăва çулĕ çинчеКĕмĕл кĕпер

Атте-анне


Тĕнче Хуçи пилĕпе, ашшĕ-амăш чун-чĕри хавалĕн хăвачĕпе çуралать çын çĕр çине телей курас ĕмĕтпе. Унăн кунĕ-çулĕнчи ăраскал çӳпçийĕнчи тивлет тупри малашра мĕнле шайра пуласси ашшĕпеле амăшĕн кăмăлĕпе, ăсĕпе, пурăнăçăн анлăхне туйма-курма пĕлнипе тӳрĕ майпа çыхăнать — çак чăнлăха, тăнлăр-ха, мĕнпурне пĕлсе тăран аслă шайри ăслăлăх та сăмахсăрах йышăнать.

Атте-анне хӳттинчи, мăшăр çунат айĕнчи — тăван кил ытамĕнчи — савнăçлă ачалăхăн нихçан манми кунĕсем, шухă яшлăх çулĕсем, çӳл тӳпере тĕксĕм кун кăлтăр-р! кулса пăхакан сар хĕвелĕн кулли пек, вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра вут-хĕм сапса çунакан çăлтăрăн яр! çути пек аса кĕрсе юлаççĕ, чуна вăй-хал параççĕ.

Атте-анне ырлăхне, савнă ачи-пепкине юратса парнелекен кăмăл-сипет хаклăхне мĕнле картса пăхайăн, мĕнпе виçсе хаклайăн. Шел те, ăшă пиллĕх шайлăхне ятарласа кăтартма, ырлăх вăйне палăртма çук, паман çав, тупата, нимле виçе-тараса, çук унашкал мăскал та.

Тĕлĕнтермĕш туйăмăн, Турă панă асамăн никĕсĕнче — çураçу, вĕçсĕр-хĕрсĕр юрату. Хĕрӳ чĕрин ăшшине, кăмăл-туйăм тĕшшине атте-анне пурнăçра нимĕскер хăвармиччен, тумлам-пĕрчĕ юлмиччен ачисене пехиллет, ыр çын пулса ӳсчĕр тет. Хăйĕн çинчен пĕтĕмпех манса кайма хистекен вышкайсăр юратăвăн, ăшă пиллĕ туйăмăн тымар тĕпĕ — çынлăхра, несĕл панă чунлăхра. Унăн вара йĕрĕсем — йăх-тымарăн паллисем — упранаççĕ халăхра, ламран лама куçакан, пин-пин çул шутланакан хаклă, тăван йăлара. Эппин, эсĕ туйрăн-и, атте-анне чун-чĕри хăйĕн йăхĕн юнĕпе, ăсĕпе те чунĕпе тачă тăрать çыхăнса, халăхлăхне палăртса.

Малалла

«Çулçăсем вĕçеççĕ...»


Çулçăсем вĕçеççĕ. Манăн пуçăм

Тĕпсĕр туйăм вăйĕпе хĕрет.

Кĕрен тухăç, шурă, кăвак шуçăм

Куçне хупрĕ ĕшнене кĕрсе.

Ална пар ман туйăмсен эрттелĕ,

Ална пар юратнă тăван сас.

Кил-ха, кил-ха, сăмахсен эктелĕ,

Саламлам-ха укăлчаллă кас.

Саламлам-ха, иртнĕ кил тĕпелĕ —

Тек мана сар кайăк йыхăрмасть.

Каçăра ачалăхăм кĕперĕ

Çӳрен ут юртавлăн тулхăрмасть.

«Ишмест кӳлĕре сивĕ пăр тек...»


Ишмест кӳлĕре сивĕ пăр тек,

Тавралăх халь — пĕр аслă сад.

Кăвак тӳпери тăрнасем пек

Пилеш çулçи сарнă çунат...

 

Çӳлтен кайăк хур сасă панăн

Каять туйăнса чунăма.

Телейĕм çухалчĕ-ши манăн?

Пăрахрĕ савни курăнма.

 

Пилеш çеçкене ларайман-ха,

Пăхать каçхине тăм ӳкме.

Çапах ир-ирех сар уçланкă

Ыр варкаш ярать пӳлĕме.

 

Пилеш — шукăль çимĕçлĕ тухтăр...

Савни те — палан хăраххи...

Унран ăшçунтармăш та çук-тăр,

Вăл темшĕн ман чи лайăххи.

Цикори


- Цикорийĕм, цикори.

Кăвак хĕлхемлĕ курăк...

Сан умăнта виктори

Кĕренленеймĕ урăх...

 

Эс хăш самант ĕрчерĕн,

Шăнса салантăн йышлăн.

Асăрханма пĕлмерĕн,

Çĕклентĕн ушкăн-ушкăн!

 

Сире савмасть пахчаçă,

Ак çавапа вăл килĕ...

Кăвак çеçкӳ те шанĕ,

Яштак пĕвӳ те вилĕ...

 

— Анчах алкум шăлмашкăн

Манран пулать-çке шăпăр.

Тата юлать тымарăм,

Унран шур кофта тăвăр.

Хĕвел анать


Хĕвел анать, чӳречĕсем кĕрен.

Эп ывăннă, килетĕп инçетрен.

Эп çаврăнса пăхатăп каялла.

Хĕвел çути çĕклет ман кăмăла.

 

Сулахайра — нумай хваттерлĕ çурт.

Кашни чӳречинче — хĕп-хĕрлĕ вут.

Çук, çук, вут мар — кĕрен атлас чаршав,

Епле хитрен вĕсем çиçеççĕ ав!

 

Лутра пӳртсен те каррисем паян

Илемлĕ, хӳхĕм хĕрлĕ бархатран.

Епле чипер тĕнче çапла çунсан,

Пушар ташши ниçта алхасмасан.

 

Хĕвел анать. Каç çывхарса килет,

Черченкĕ хĕр чун савнине кĕтет,

Илемлĕ каç вăл — ырлăх, юрату,

Çунатлă шухăш, çепĕç ăсату.

 

Илемлĕ каç вăл — çăлтăрсем çиçсен,

Этем канни, тĕлĕксенче вĕçни.

Анчах, хĕвел! Ытти çĕре те çит,

Ыттисене те сав, курсам та илт.

 

Эп ывăннă. Килетĕп эп ĕçрен,

Кулса эс тух — тухма самант çитсен.

Пин мăкăньлĕн çуталччар кантăксем.

Вĕсем салатчăр çулăм — сар илем!

 

Эп çаврăнса утатăп малалла,

Хĕвел сăрла пуçларĕ Атăла.

Чун


Çак çĕр çине килекен мĕнпур çынна тĕнчере Аслă Турă чунпала чĕлхе парса палăртать, кунне-çулне уйрăммăн ăраскалпа çутатать. Тĕрлĕ çын пур тĕнчере — кашни уйрăм кĕнчеле.

Пĕрин чунĕн хăвачĕ пин çынна та çитмелле, çавăнпах кун-çулĕнче хăй çинчен унашкалли пĕлтерет тивĕçлипе — пур тавралăх пĕлмелле. Теприн вара пĕсмелле, пархатарлă çав тупра хăй валли те çитеймест, ĕçне-шывне унăнне пит никам та пĕлеймест.

Пысăк чунлă ыр çынсем, пурнăç хакне чухласа, Турра хисеп тăваççĕ, ун саккунне пăсмаççĕ, малашлăха пуç тайса унта сукмак хываççĕ. Хавшак, вăйсăр этемсем, ăслă-тăнлă пулсан та, чун хăвачĕ çуккипе питĕ час хуçăлаççĕ — хăйсен шайне çавна май ытла кая хураççĕ — кун-çул уттин юхăмне улăштарма пулнине питех шансах каймаççĕ.

Этем тени хăй шайне кая хура пуçласан, шанчăк тĕшне çухатса сӳрĕклĕхпе туслашсан, уншăн кун иртевĕнче пархатарлăх çухалать, пурнăç сĕмĕ майĕпен хура тĕспе хупланать. Çавăнпалах çĕр çинче, тĕрлĕ халăх хушшинче «симĕс çĕлен» каракан серепене çакланса черкке ăшне путнисен, усалсем хĕтĕртнине хирĕçлеме хăймасăр хăй çине ал хунисен йыш-хисепĕ хушăнать, этем пурнăçĕн хакĕ сумсăр шаялла анать.

Малалла

Юрату чечеклентĕр


Юрату чечеклентĕр

Садри шур çеçке пек.

Юрату сана чĕнтĕр

Çăлтăрсен çути пек.

Савăк юрă çуралтăр

Юратсан, тĕнчере.

Юрату ан çухалтăр

Нихăçан чĕререн.

Юратсан ан пăрахăр,

Савнисем, пĕр-пĕрне.

Çутă чăнлăх пурах-тăр

Юратупа пĕрле.

Чĕрене çунтарман-и,

Эпирех çамрăкла?

Ĕмĕтпе çутăлман-и

Кун кунлан çаврăмра.

Çакă туйăм-и пултăр

Яланах чĕрере.

Юрату чĕнсе тăтăр

Ĕмĕрех тĕнчере.

Хĕвел парни


Çамрăксем ĕçе васкаççĕ шавласа:

— Йăлăхтарчĕ ку хĕвел — куçа илет.

Ĕçсĕр-мĕнсĕр, тĕксĕм куçлăх тăхăнса,

Сулхăнта çерем çинче выртас килст.

 

* * *

Анлă Атăл хĕрринче шур пульница.

Чирлĕ çын пĕчченçĕ йывăр шухăшпа.

Асапланнă каçсерен кунта выртса,

Тыткăнланă ăна çăмăл мар шăпа.

 

Чирлĕ çын чухларĕ — сар хĕвел тухать,

Чуптăвать кăвар пек хĕрлĕ тутине.

Ун чĕри лăпланчĕ, савăнса тапать,

Саламлать хăватлă пурнăç çутине.

 

* * *

Тепĕри ларать кичеммĕн тĕрмере,

Хурçă кантăка тăрать пăчăртаса.

Сăнчăрпа тăлланă аллине унне, эре —

Виличчен юласчĕ, тет вăл, хĕвеле курса.

 

Палачсем ĕçе тапранчĕç ирхине,

Прикладпа çапса вĕçертрĕç аллине.

Тилмĕрсе пăхатъ этем çӳл тӳпене,

Вăл кĕтет, кĕтет хĕвел пайăркине.

 

Тӳпери вучахăн çут пайăркисем

Ĕнтĕ пĕçертсе тиреççĕ çав тери.

Эй, хĕвел! — кулаççĕ тертри çыннăн тутисем.

Эй, вĕри! Çук, тӳсеймерĕ ун чĕри.

Малалла

Çĕрпе чĕре


Ирхине тӳпе хураччĕ,

Тикĕт сĕрнĕ темелле.

Çĕнĕ сăн унта çуралчĕ

Ĕнтрĕк çапнă тĕлелле.

 

Тăрă шывшăн тунсăхланă

Пулă евĕр çăлтăрсем

Савăк вăййине пуçланă

Таврана каç тулнăçем.

 

...Чун Çĕртен те аслă тейĕн,

Улшăнмасть иккен часах.

Тарнăччĕ манран телейĕм —

Таврăнмасть-ха çăв-çавах.

 

Упраясчĕ лайăхраххăн

Хамăрăн пĕрне-пĕри.

Сивĕнсен ытла вăраххăн

Ăшăнать-мĕн çын чĕри.

Палăк


Ват Каша ялĕнче,

Мăн урам варринче

Пĕр салтак курăнать.

Ун çинче каçта ир

Яланах пĕр тумтир,

Аллинче — автомат.

 

Шартлама сивĕре

Шартлатать вĕрене,

Хăрушла çил вĕрет.

Çĕр çулхи юмана

Вăл лăскать пĕр кана,

Анчăкла ихĕрет.

 

Çил касать, пăр çапать...

Пĕр сурансăр тăрать

Пирĕн палăк-салтак.

Ашă çумăр çусан

Вăл каять çуталса,

Куçĕсем — кăн-кăвак.

 

Кинемей çут ирпе

Пуç тутри вĕçĕпе

Куççульне шăлкалать.

Пĕрĕм питлĕ мучи,

Ыр йĕрке тыткăччи —

Салтака чыс парать.

 

Ман юратнă мăнук

Салхулланчĕ тăрук.

Ун ыйтса пĕлмелле:

«Каласам, асатте,

Мĕнле ятлă тете?

Хушамачĕ мĕнле?»

 

«Журавлев, Щербаков,

Рыбаков, Сяпуков,

Головин — сакăр ят.

Хурдюков та Сырцов,

Кудюков та Скворцов —

Йышлă ят-хушамат.»

 

«Моисеев, Альшейкин,

Борисов, Васильев,

Еграшкин, Кулагин,

Яткаркин, Паймеев,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 447 448 449 450 451 452 453 454 455 ... 796