Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хуркайăк çулĕАтте пилĕАли-паттăрКушкă ачиĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томВӗре ҫӗленЫлтăн вăчăра

Учук йăмри


Эсĕ, вăрман хĕрринчи икĕ юплĕ пысăк йăмра, аякранах курăнса ларатăн. Учук йăмри тетчĕç сана. Ватăсем каланă тăрăх, ĕлĕк-авал чăвашсем — пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем — унта чӳк тума çӳренĕ. Кунта вĕсем хăйсен савăнăçĕпе те, хуйхипе те килнĕ. Хуйхи ытларах пулнă пуль ĕнтĕ вĕсен. Ытла та йывăр пулнă-çке-ха чăваш хресченĕн пурнăçĕ. Анчах та темиçе çын ĕмĕрĕ ӳссе ларнă йăмрана кам-тăр вут хунă. Вăл, тĕпĕнчен çунса, йăваннă. Мĕнле çыннăн алли çĕкленнĕ-ши çак ĕçе тума? Сăнӳкерчĕк çинче çеç юлчĕ иккен вăл çитес ăрусем валли. Эпир çак йăмрана тĕп тунă пек, хамăра та, чăвашлăха та пĕтерместпĕр-ши, тăвансем?

«Хуçăлнă туратăн...»


Саша Волкова

 

Хуçăлнă туратăн

Ем-ешĕл çулçийĕ...

Çуккă кун-çулĕ,

Çуккă куççулĕ,

Çу кĕр енне...

Хăвăр куратăр:

Эп — кайăк çеç,

Эпĕ — чĕкеç.

Сыввăн сывлап,

Сывлăм сыпап

Ун ятне...

«Ут юртать...»


Ут юртать. Ут юртнă-юртнă майăн,

Лăппи-лаппи юр вĕçсе юлать...

Шухăша каймашкăн питĕ лайăх,

Сăнаса пырса хыçри çула.

 

Хĕл юрлать. Юрлать çуна тупанĕ

Уçлăх евĕр аслă хирĕмре.

Эп пĕлместĕп, мĕншĕн ырă, канлĕ

Канлĕхе çухатнă чĕремре.

 

Чунăмра та çакнашкал сăваплăх

Ман упрас килетчĕ ĕмĕрех.

Уй çути çунать кĕрен-кăваккăн,

Чун çути темскершĕн тĕксĕмрех...

 

Ут юртать, юртать уй урлă,

Лăппи-лаппи юр вĕçсе юлать...

Эпĕ савнă, курнă, тӳснĕ пурнăç

Манăнах та мар пек туйăнать.

Ырлăх


Ырăлăхсăр чурăс вăл этем,

Ырăлăхсăр сан куллу нисепсĕр.

Ырăлăхсăр пушă-çке чĕрем,

Ырăлăхсăр хам та эп килпетсĕр.

Ырăлăхсăр кичемрех тĕнче.

Ырăлăхсăр пулчĕ-тĕк чĕре

Мĕн юлать çĕр чăмăрĕ çинче,

Мĕн кĕтер ун чух этемлĕхрен?

Тав курки


Тăван ял урамĕсем,

Ытарайми çыннисем,

Ĕçре хастар пулнисем,

Ĕçпе телей тупнисем.

 

Ял ларать ав айлăмра,

Пуç тайса кĕтет йăмра.

Тăван ялăм, савнă ял,

Упранать кунта хавал.

 

Тăвансем, ыр çыннăмсем,

Чунăмри ылтăнăмсем

Ĕмĕтĕмĕр çеçкере

Тав курки кĕрекере.

 

Тăван ялăмăр, Курнавăш,

Пăла хĕрринчи шур акăш.

Чĕререн пур сăмахсем:

Ылтăн-кĕмĕл-ахахсем.

Тăван ял


Эпĕ ялтан темиçе çул каярах тухса кайнă пулин те, сан ытамнах васкатăп. Тăван çĕр, тăван кĕтес, тăван ял, тăван шкул, тăван кил... Чуна çывăх та асамлă сăмахсем! Эпĕ çарран чупнă урамсем, улăх-çарансем. Шăркана ларнă ыраш пуссисем. Шур пĕркенчĕк пĕркеннĕ çĕмĕртсем. Эпĕ шăмпăлтатнă Шапа çырми, ыраш пăтриллĕ Чăнлă шывĕ, витĕр курăнакан Сĕве.

Мана вăй-хал панă Çĕр-анне! Симĕс курăк çинче çӳрекен сап-сарă хур чĕпписем. Çаран çинчи куççуль пек таса сывлăм шывĕ. Каçхине купăс сассиллĕ, юрă-кĕвĕллĕ урам, Микулара карталанса вăйă калакан, кĕркунне ĕç вĕçленсен улах ларакан хĕрсем. Хушпу тăхăннă туй арăмĕсем. Шур пĕркенчĕк айĕнче хĕр йĕрекенсем. Вăхăт иртнĕ май çак йăла-йĕркесем нумайăшĕ манăçа тухрĕç. Анчах та ача чухнехи çак пылак асаилӳ чунра ырă туйăм çуратать, çав вăхăтрах шухăша ярать. Çитес ăрусем валли упраса хăварайăпăр-ши çак пуянлăха? Пирĕн хушăра сайралса пыракан ватăсем вĕсене хăйсемпе пĕрле илсе каймĕç-ши? Пире халĕ нимĕн те кирлĕ мар-и? Кайран чавса çывăх та — çыртма çук пулса тухмĕ-ши?

«Çак вăхăта кĕтетĕп...»


Çак вăхăта кĕтетĕп,

Савнă самантăм пур:

Янкăр кăвак тӳпе те

Кĕмĕл çутиллĕ юр.

 

Уй варрине тухатăп

Çутă курма çеç мар,

Уй çутинче куратăп

Эп витĕрех хама.

 

Çут тĕнчери тасалăх

Çак самантра кунта:

Çук-и манра суялăх?

Çук-и манра ултав?

 

Уй çутипе тĕрĕслентĕм,

Хак параканăм пур:

Янкăр кăвак тӳпе те

Кĕмĕл çутиллĕ юр.

Хăлат хăвачĕ


Эп канас пурнăçпа пурнаймарăм,

Шухăш пусрĕ пĕве кĕрсенех.

Хам çуралнă çĕре кăмăлларăм,

Кăмăлларăм ĕçчен çынсене.

 

Савăнатăп садсем ешерсессĕн,

Хурланатăп курсан хăрнине.

Юратса курнисем çеç пĕлеççĕ

Юратма çăмăлах маррине.

 

Тен пĕрре вăй-хăват çитереймĕп,

Ывăнса кайса ӳкĕп палтах.

Ун чухне те кăвак тӳпере эп

Тупăп хам ăмсанан хăлата.

«Çыран хĕрне тухатăп та...»


Çыран хĕрне тухатăп та

Кимме тĕксе яратăп.

Каяс килмест ман каялла,

Тытмастăп кĕсмене алла.

Çак утраврах юлатăп.

 

Чĕре тапать те кăкăрта —

Хаш! сывласа яратăп.

Çара уран, çара пуçпа,

Юнпа тăртаннă куçăмпа

Айван ташши ташлатăп.

 

Шăп тĕттĕмлĕх касартăр та —

Кăвайт чĕртсе яратăп.

Мĕн иртнине те пулнине,

Мĕн юлнине, мĕн пуррине

Çулăм варне хуратăп.

 

Пулас тени пулать тата!

Юратăва та ывăтатăп!

Пĕр хашлатса та шартлатса,

Çунса,

Пур ултава кăлартăр шăратса.

 

Самантлăх канăçлăх шыратăп...

Айван ташши ташлатăп...

Çак утраврах,

Çак утраврах юлатăп...

«Ан вĕр-ха, тархасшăн...»


Ан вĕр-ха, тархасшăн,

Ан вĕр, шурă анчăк,

Е татах каласшăн:

«Эс — чăл-пар — çĕр ванчăк».

 

Эп — чăл-пар — çĕр ванчăк,

Эп-и хирĕçесшĕн?

Ванчăк... Сапаланчăк...

Пурпĕрех — çиçесшĕн.

 

Пурпĕрех — çиçесшĕн,

Пурпĕр — йăлтăр-йăлтăр.

Çут шевле ӳксессĕн —

Кашни пайĕ — çăлтăр.

 

Кашни пайĕ — çăлтăр,

Çавăнпа тӳсесшĕн,

Çавăнпа хĕвелшĕн

Антăхса çӳресшĕн.

■ Страницăсем: 1... 456 457 458 459 460 461 462 463 464 ... 796