Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗТĕлĕнтермĕш юмахсемАкăшсем таврăнаççĕШăплăхри аслатиСунарçă халлапĕсемСӳнми хĕлхемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

Анне


Пире кун çути панă анне. Çак сăмаха эпир чи малтан калама вĕреннĕ. Çак ятран хакли, сăвапли мĕн пур-ши çакă çутă тĕнчере? Анне... Эсĕ пире ху çунатусем айĕнче ачашласа ӳстертĕн. Пире çывăрттарма сăпка юрри юрларăн. Ăруран-ăрăва куçса пынă сăпка юрри... Анне, эсĕ пире ӳстерсе çитĕнтертĕн те, эпир, вĕçен кайăксем пек, тĕрлĕ çĕре салантăмăр. Санпа юнашар мар пулин те шухăшпа яланах пĕрле пултăмăр. Хуйхи-суйхине те пĕрле пайларăмăр. Анне, эсĕ мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме вăй-хал парса тăраттăн.

Эсĕ пире юлташпа юлташ пулма, ватăпа ватă пулма, мĕскĕне пулăшма, ырăпа усала уйăрма, «чулпа перекене çăкăрпа пеме» вĕрентрĕн. Эсĕ пиртен нимĕн те ыйтмарăн. Тепĕр чухне, час-часах пырса çӳреймесен те, пире ӳпкелешмерĕн. Ăсатма тухсан та эпир куçран çухаличченех пăхса тăраттăн.

Халĕ эсĕ пирĕнпе çук. Ытла та ир уйрăлса кайрăн эсĕ пиртен. Ачусем те, мăнукусем те сансăр тунсăхлаççĕ. Эсĕ çуккипе кил те пушă. Пурăннă чухне, анне, эпĕ сана чуптуман (пирте унашкал йăла çук-çке-ха), çепĕç сăмахсем те каламан пулĕ. Халĕ чуптăвăттăм та, ачаш сăмахсем те калăттăм, анчах та эсĕ çук... Каçар мана, анне, пуриншĕн те каçар.

Малалла

Кун-çул сехечĕ


Хурăнлăхра куккук сасси, —

Вăл аватни хăй тунсăх çемĕ.

— Тата нумай-ши пурнасси? —

Эп кăсăклантăм утнăçемĕн.

 

Уçланкăри çунатлă юмăç

Нухратшăн çунмĕ нихăçан…

Çак кĕмĕл саслă чăн-чăн юрăç

Ман кăмăла татса хуçман.

 

Ку-кук! Ку-кук! Кун-çул сехечĕ,

Мĕнле килет шăпа сехмечĕ?

Телейлĕ пурнăç-ши сунатăн?

Пĕр такăнми куккуклататăн.

 

Шап-шурă хурăн катинче

Ан ывăн, авăт куккук кайăк.

Сан сассупа хитре тĕнче,

Сан юрруна тумастăп айăп.

Эткерĕм


Килсе кĕрет кĕтмесĕр хуйăх,

Тĕксĕмленет вара тĕнче.

Анне тенки пек çутă уйăх

Юлать çеç пĕлĕт хыçĕнче.

 

Пулать çак пурнăçăн тӳнтерĕ:

Савни савмасть, туссем инçе...

Тĕнче çути тĕксĕмленмерĕ

Ман вăйсăрланнă куçсенче.

 

Тĕксĕмленмешкĕн пуçласассăн

Атте çилли пек çил килет,

Вĕрет те варкăш кассăн-кассăн

Умри тĕтре сĕмне сирет.

 

Анне çут тенкине хăварнă

Çакса кăвак тӳпе çине.

Атте хăй çиллине хăварнă

Вăш-вăш çилсенĕн варрине.

 

Пуçа уссассăн та — ӳкмерĕм,

Ӳкме памарĕ сирĕн пил.

Нумай та мар пек ман эткерĕм:

Çап-сутă уйăх, ăшă çил...

Картсем


Эп ӳснине палăртмашкăн

Алăк сулли хĕррине

Чĕрнĕ атте картăн-картăн

Ӳсĕмĕн йĕрĕсене.

 

Йывăр та пурнăç — телейлĕ,

Курчĕ пурне те ачу.

Эпĕ те урăх ӳсеймĕп,

Карт картаканĕ те çук.

 

Юлчĕ — курса пурăнмалăх —

Халĕ — ӳссе çитĕнсен —

Вăрттăн çырулăх та палăк

Алăк сулли хĕрринче:

 

«Эпĕр сире кун кăтартнă,

Пулнă пуль йывăр, анчах

Савнă сире, пит юратнă,

Савăр эсир те çаплах...»

Кил


Эй, тем те куртăм, тем те мантăм, —

Чĕре варне вырнаçнă пуль:

Çав кил. Çав пӳрт. Çав пилĕк кантăк.

Кăштах саралнă шурă тюль.

 

Çунат сарма самант çитет те —

Инçе çул-йĕр тухать ума.

Каймашкăн йӳнĕ те билечĕ, —

Пит хаклă, хаклă таврăнма.

 

Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн?

Каç-каç куçа хупса выртсан

Силлет, лăскать чунра çил-тăвăл

Тăван кил еннелле туртса.

 

Вара пĕтет ура тĕревĕ,

Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем...

Пыма чĕнеççĕ çăлтăр евĕр

Кил маччинчи турат куçсем.

 

...Таçти ют хулара вăрантăм:

Юхать иккен куçран куççуль.

Çав кил. Çав пӳрт. Çав пилĕк кантăк.

Кăштах саралнă шурă тюль.

Çăхав


Упа патне Куян чупса пырать. Ырăпа мар, çăхав канăç паман ăна.

— Кӳрентерчĕç, — тет çакскер, куçне шăлса, — мăшкăл тӳсетĕп çăткăн Тилĕрен.

Упа çăхав тесен кирек кама та тытса çурма хатĕр. Куян çине çаврăнса пăхать те, кăшкăрса пăрахать:

— Хăçан пĕтет çăхав тавраш?! Пуршăн-çукшăн çăвар карма хатĕр! Суда памалла сан пек путсĕр чуна!

Октярь — юпа


Вĕçен кайăк хĕл каçма

Вĕçсе кайрĕ кăнтăра.

Вĕтĕ çумăр чарăнмасть,

Пĕрĕхет вăл кантăкран.

 

Хирсенче халь хуп-хура,

Сĕм вăрман та çаралать.

Хыр çинчи ула курак

Тем çинчен хыпар калать.

Çӳлĕк пуçне юр çунă


Çулĕк пуçне юр çунă,

Шăнкăртатать юр шывĕ,

Шăнкăртатмасть юр шывĕ,

Шăнкăртатать тан шывĕ.

 

Атте-анне килĕнче

Шăнкăртатать ман сасă,

Шăнкăртатмасть ман сасă,

Шăнкăртатать куççулĕ.

Тăван, вăхăт тупсан


Ытарсан ытарайми тăван ялăм пур.

Ырă-çке унта, пурте çывăх чĕреме.

Тăван, вăхăт тупсан хăнана пырса кур,

Тухăп укăлча хĕрне эп сире кĕтме.

 

Авăнать-и йăмри, ай, сире пуç тайса,

Вăй вылять-и уç çил ăш сăмах шыраса.

Ытарсан ытарайми пирĕн ялăм пур.

Тăван, вăхăт тупса пирĕн пата пыр.

 

Савăк кĕрекере хăна-вĕрле пулсан,

Чӳречерен туслăх юрри юхсан.

Чĕрем савăнăçпа тулать, чун хĕпĕртет,

Тăванлăх юрри пире кĕрекене чĕнет.

Пурăнасчĕ çапла


Чĕнтĕрленĕ çуртсем кăррипе,

Эп çуралнă Пăла хĕррипе.

Шурă хурăн вылять кăтрипе,

Çурхи савăк та уçă çилпе.

 

Тăванах кĕтесĕм,

Ылтăнтан та хаклă

Чун çути–ши эсĕ.

Тĕлĕнет ăс-хакăл.

 

Пурăнаççĕ кунта ыр çынсем,

Пит матур та хастар ĕçченсем.

Ӳстеретпĕр тыр-пул уй-хирте.

Иксĕлми хал тапать-ха пирте.

 

Малашне те пурнасчĕ çапла:

Тăванах çĕр çинче хуçалла.

Пĕр-пĕрне чунпала пĕр савса,

Пурнăçа мухтаса, савăнса.

■ Страницăсем: 1... 457 458 459 460 461 462 463 464 465 ... 796