10-мĕшĕнче пирки. Форумра, ахăртнех, чăн чăваш сăмахĕсем пирки унта. Икĕчĕлхелĕх пирки нимĕн те каламастăп. "Р"-ран пуçланаканни нмай паллах. Ав, Agabazar, эсир илсе кăтартнă тĕслĕхсенче те чăн чăвашла - Ăрсай, Ăракасси...
14. Чăваш чĕлхинче вăрăм сăмахсем тума пулать. Тĕслĕхрен, «ытарсапĕтермеллемарскерĕмĕрсем», куçарсан «вы мои, ненаглядные». (Халĕ чĕлхери çĕнĕ правилăсем ку сăмаха уйрăм çырма ыйтаççĕ-ха та…)Чăннипе вара çĕнĕ правилăсем апла çырма ыйтсах каймаççĕ. Ыйтаканни, пытармасăр каласан, пĕртен-пĕр çын: Виноградов хоспочын.
Кунта вара çакăн пек ыйту сиксе тухать: Мĕн тума кирлĕ "Правилăсем", енчен те эпир вĕсем çине мар, тĕрлĕрен "хоспочынсем" ("юлташсем") çине таянатпăр пулсан? "Правилăсене" ячĕшĕн çеç ăсталанă пек пулса тухать капла. Мĕн усси "Правиласене" пĕлнинчен, енчен те "Хыпарта" текстсене пурпĕрех Леонтьев хоспочын (юлташ) хушнă майлăн улăштараççĕ пулсан? http://chuvash.org/blogs/comments/2039.html
16. Чăваш чĕлхинчи глаголсен (ĕçхĕл) тĕп формине словарьте хушу наклоненийĕпе кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, «лар» - сиди. Глаголăн палла мар форми «ларма» пулать.
Сăмахсарсенче "лар" тенисене "сиди" мар, "сидеть" тесе палăртаççĕ. Çапла йышăннă. (Тутарсен принципĕсем, сăмахран, пачах урăхла: Глаголсене унта лару, тăру, калаçу, мухтану евĕрлĕ палăртаççĕ; ман шутпа, пирĕн ăнăçлăрах). Инфинитива глаголăн паллă мар форми тени чăтма çук ăнăçсăр!!! Ытах "чăвашлатас" тесен ГЛАГОЛĂН ПАЛЛĂЛĂХСĂР ФОРМИ теме пулать.
Чĕлхе саккунĕсене пĕлмен çын сÿпĕлтетĕвĕ ку... Çавă çеç. Нумайрах итлĕр кун пек дилетантсене - ухмаха юлатăр. Вулăр филологи наукисен кандидачĕн Эдик Фоминăн "Чи илемлĕ чĕлхе" кĕнекине - тĕлĕнсе те савăнса çеç ларăр вара...
Тутарсем Салават кÿпперĕ теççĕ.