Хамăн шухăшсене скобкăра палăртнă ĕнтĕ эпĕ, "çиллен" сăмах пирки те... "Çыхăнура" форумра çак фактсем пирки тавлашнине çеç илсе кăтартрăм, 18 çак факта хам шухăшласа кăларса çырман.Унти хăш-пĕр фактпа эпĕ килĕшместĕп.Ыттисен шухăшне пĕлесшĕн çеçчĕ...
10. Чăваш чĕлхинче «р» сас паллинчен пуçланакан сăмах çук, вырăс чĕлхинчен йышăннисене шута илмесен. (Кун пек сăмах шыраса тупма хăтлантăм – хальлĕхе тупаймарăм-ха).Шухăша тĕрĕс мар çавăрттарса хунă! Мĕншĕн тесен икчĕлхелĕх тапхăрĕнче йышăннă сăмахсен шутĕнче Р-па пуçланаканнисем пайтах. Сăмахран Рим (хула ячĕ). Пĕрчĕлхелĕх тапхăрĕнче (ĕлĕк) Р-па "пуçланакан сăмахсем" умĕнче протеза сиксе тухнă. Раккасси ялĕ çинчен илтнĕ-и? Ят рак текен чĕрчун ятĕнчен мар тухнă. Ăрак текен авлхи ятран чăннипе. Ăраккасси пулмалла чăннипе. Анчах ят каярахпа контамициленнĕ ("вараланнă")
Е тата Рсай текен авлхи ята илер (Ун ятлă поэт та пур). Чăннипе каллех умри протеза кирлĕ: Ăрсай.
Капла тишкерсен 18-мĕшĕ те йăнăш. Кунта синоним пирки мар сăмах, омонимсем пирки.
9-мĕшĕ пирки каласан ку юмах-халаппа çыхăннă пуль. Малтан тен унан урăхла ят пулнă, кайран юмаха пула, юмахри паттăр ятне пула, Асамат кĕперĕ пулса танă. Кăна ытти тĕрĕк чĕлхисене пахса илме пулать — чăн малтанхи ятне вĕсенче тупма пулать.
10-мĕш пирки каласан, унта тата «н» саспалли те кĕретччĕ пулас (хальхи чĕлхере пуррисем пурте е каярах пулнă евĕрлев сăмахĕсем /нăш/ е ытти чĕлхерен йышăннисем /нарăс, нухрат, навус, .../). Ĕлĕкхи чăваша çав сасăсенчен пуçланакан сăмахсене калама йывăр пулнă.
8. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, вырăс чĕлхи авалхи чăваш чĕлхинчен (пăлхар) 100 яхăн сăмах йышăннă. Вĕсен йышĕнче – «жемчуг», «овраг», «серьга, «хозяин»…
Вырăс чĕлхине пулхăр чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тĕпченĕ çынсенчен пĕри — И.Г.Добродомов. Эп тата ковёр сăмаха хушнă пулăттăм. Ытти хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисенче çав пĕлтерĕшлĕ кавис сăмах тĕл пулать. Анчах та вырăс сăмахĕн вĕсĕнче, ав, хайхи Р. Ротацизм! 100 яхăн сăмах тупса палăртнă тесен тĕрĕсрех. Мĕншĕн тесен чăннипе ытларах та пулма пултарать.