"...Agabazar тете, Аслă Атилĕх вăрçи пирки нумай ан сӳпӗлтет, хӑлха йӳҫет тата Аслă Атилĕх вăрçин пӗлтерӗшӗ йӳнелет...."
Кунта тема çавăн пек. Яппун вăрçи (1904-1905) пирки мар кунти тема. Чечен вăрçисем пирки те мар. Ан сÿпĕлтет тесе урăх çынна урăх тĕлте калама пултаратăр. Кунта мар.
Вĕтĕр-шакăр вырăнне хурасшăн мар çав мана. Шел пулин те!
Темĕнле арăш-пирĕш мухтавлă, хăватлă улăп пек кăтартма тăрăшаççĕ. Çавна кура акапасара "эсир" мар, "эсĕ" темелле имĕш. Чăннипе вара мана унашкал "чап" ним тума та кирлĕ мар.
Айван // 4292.84.0894
2015.06.18 15:49
Тӗрӗссипе мӑнаҫланат,савӑнат -Agabazar ачи хӑйӗн ҫинчен нумай поплянӑшӑн. Мӗнех вӑл та чӗрӗ ҫын, мухтанӑшӑн савӑнмалла. Аслӑ Атилӗх вӑрҫинче сывлӑх пӗтернисем анчах савӑнма пӗлимаҫҫӗ. Паянхи кун хӑйсем мӗншӗн ҫапӑҫнине те ӑнкарса илме хӗн вӗсене. Тен вӗсем ун ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те.