Эсӗ мӗн ҫыпӑҫрӑн Путин ҫумне,Agabazar хоспоччын? Хӑв утрӑн и "Вилӗмсӗр полк"колоннинче? Малтан хӑвӑншӑн явап тытма вӗрен несӗлсем умӗнче. Мӗскер эсӗ АПШри политиксем пекех пурне те вӗрентме, ӑс пама юрататӑн?
Аслӑ Кукка анне енчен, ку сире кирлӗ те мар. Кун пек пулӑм кашнин интимлӑ япала. Масар ҫине, вилтӑпри умне кайса пуҫ таясси те интимлӑ пулӑм. Кун ҫинчен шавламалла мар . Ӗнер Раҫҫей Кунӗ текен уявӑн 25 ҫулхи чӗрӗк ӗмӗрне паллӑ турӗҫ. Анчах чӑваш форумне пырса лекмест пулмалла ку датӑ.
25 çул каялла пирĕн пурнăçа çак куна (июнь, 12) кĕртнĕ çынсем чылйранпа ĕнтĕ Пиллĕкмĕш колонна шутланаççĕ. Вĕсене паянхи кун кашни патриот сурчăк сирпĕтсе, кăпăк кăларса питлет. Вăт çавăн пек вăл пирĕн Аслă Атилĕх.
Сăмах май каласан, Чăваш Республикин Кунне (июнь, 24) пурнăçа кĕртекенсем тĕлĕшпе те шăпа çавнашкалрах çаврăнса тухать пулмалла.
Тепĕр тесен, Раççĕй кунĕ тĕлĕшпе ятарлă тема уçма кунта никама та чарман. Е чарнă-и?