Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Время есть отношение бытия к небытию.(Ф.Достоевский)
 

Ad

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148492 views

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (191)]

Comments:

Ют Ҫын // 1180.47.9532
2015.05.18 22:23
Каллех Аслă Атилĕх вăрçи темипе витӗнесшӗн,каллех куҫкӗрет шоу тума хӑтланни. Хӑйсен ӑшӗсенче пач урӑх туйӑмсем, леш хайхи Мускаври СВОБОДА корпункчӗн Миша Соколов туйӑмсем пекех, э-Эх ачасем,ачасем.
Agabazar // 4054.84.7363
2015.05.19 04:17
Agabazar

".... леш хайхи Мускаври СВОБОДА корпункчӗн Миша Соколов туйӑмсем пекех,...."


Этем чунĕн инженерĕсен тепĕр "проколĕ". :-)
Кунта килекенсенчен ытларахашĕ халиччен темĕнле СВОБОДĂРИ темĕнле Миша Соколов çинчен, паллах, илтмен те, тĕлленмен те! Малашне — пĕлĕç. Пĕлĕç çеç мар, кăсăкланма та пуçлĕç, унăн передачисене тишкерĕç. Тата ытти те, тата ытти те....
Мĕн каласси пур , "топорная работа".... Кун пек ытла инçех каяймăр....
Agabazar // 4054.84.7363
2015.05.19 04:17
Agabazar
"Каллех Аслă Атилĕх вăрçи темипе витӗнесшӗн,каллех куҫкӗрет шоу тума хӑтланни...."

Кун пирки каярахпа калăп.
Ют Ҫын // 1180.47.9532
2015.05.19 08:05
Малашне пӗлсен лайӑх_"Мих.Соколов-Автор и ведущий еженедельной программы "Радио Свобода" "Выборы" с 1995 г.; родился 19 мая 1962 г. в Карелии в г. Петрозаводске; в 1984 г. окончил факультет журналистики МГУ; 1983—1985 — работал в газете "Советская Россия"; с 1985 г. — спецкор еженедельника "Собеседник"; на "Радио Свобода" с 1990 г.; награжден премией Президента RFE/RL; анимается политической и парламентской журналистикой.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 08:47
Акасапар хӑта, Соколов текенни Советская Россия текен хаҫатра ӗҫленӗ. Вопҫӗм, кам тӳлеть ҫавсемшӗн вӗреть. Журналистсем Нумайӑшӗ ҫавӑн пекех, тӗлӗнмелли ҫук. Акасапар хӑта,паллах. пурне те паллать, ятран пӗлеть. Простӑ, кирлӗ чухне палламанҫи тӑвать.
Agabazar // 2731.84.1854
2015.05.19 14:12
Agabazar
бор:"...Акасапар хӑта,паллах. пурне те паллать, ятран пӗлеть. Простӑ, кирлӗ чухне палламанҫи тӑвать..."

Кунта каллех Акапасара пустуй туртса кăларнă. Ун пирки мар вĕт кунта сăмах пырать.

Ют Çын:"Каллех Аслă Атилĕх вăрçи темипе витӗнесшӗн,каллех куҫкӗрет шоу тума хӑтланни...."

Халăха çăкăр тата шоу кирлĕ. Иккĕмĕшĕн кирлĕлехĕ пĕрремĕшĕн кирлĕлĕхĕнчен пысăкрах. Çăкăр çуккине халăх чăтаять, шоу çуккине чăтаймасть.

"«Панэм эт цирцензэс!» («Panem et cicenses!») - ревела римская толпа, требуя от своих повелителей даровой пищи и бесплатных развлечений в награду за ту поддержку, которую она оказывала им."

http://www.otrezal.ru/catch-words/449.html
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 16:45
Акасапар хӑта каллех ухмаха переть. Мишӑ Соколова пӗлместӗп тесе Хакамадӑ каламан, каланӑ хисеплӗ Акасапар.
Шоу пирки- Ҫӑкӑр малтан е шоу малтан. Хӑшне малтан ҫӑкӑр кирлӗ, хӑшне-шоу. Но эп точнӑ пӗлетӗп-журналистсене нумайӑшне чи малтан Ҫӑкӑр кирлӗ. Кама-кама,анчах журналистсене нумайӑшне эпир пӗлетпӗр.
Agabazar // 3843.70.6163
2015.05.19 18:06
Agabazar
The Show Must Go On ©Фредди Меркури
Шоу тăсăлма тивĕçлĕ
Шоу должно продолжаться
http://www.youtube.com/watch?v=q7AKTlm78jE
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 18:53
Эпӗ Акасапар хӑта ШОУмен пулнине тахҫанах ӑнланнӑ-ха, анчах та ыттисем,Аттилӑпа Тимӗрсӗр( вӗсем те ӑнланнӑ пек тойнат) пуҫне,ӑҫта пӑхаҫҫӗ? Акасапар ӑнлан, ман курайманлӑх та,тӑшманлӑх та ҫук, ӗнен мана. Эпӗ ӑнланатӑп, 100 пин ҫын, тем более, 1 мильюн ҫын хушшинче шоуменсем пулмаллах. Анчах шоуменӗ те кунпа ҫырлахма тивӗҫ.
Victor // 3107.37.1769
2015.05.19 19:48
Victor
Кун кĕнекинче Свобода-Соколов çинчен çырса илĕртчĕр пулĕ-пулми пропагандăсемпе инттереслекенсене. Е вулакан çук-и?

Agabazarăнне вулаççĕ те, манне те ăнсăртран вуласа илĕç тесе шанни-и ку? Паллах, кремлĕн тролль çарĕн - çын вулакан темăсенче ăнсăртран радио Свобода, Эхо Москвы усалли çинчен сас-хура кăларас тесе тăрăшмалла. Мыскара малалла пырать. :D

Pages: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 20

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters