Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Цель в жизни - это сама жизнь.(Иоганн Вольфганг Гёте)
 

Ad

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148488 views

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (191)]

Comments:

Agabazar // 1877.64.1516
2015.05.27 22:05
Agabazar
"Ав интернетра Навальный Чубайса критикленӗ пек турӗ, а Чубайсӗ ӑна вирлӗн хуравлать."

Ну хăшĕ вирлĕрех пек туйăнчĕ вара?
Хăшĕн сиенĕ Аслă Атилĕхшĕн пысăкрах пек? :-)

т.н. "опозиция" — "оппозици" шутланаканскерсем — "оппозици" пеккисем
Ют Ҫын // 4059.80.8917
2015.05.28 05:57
Ман шутпа вӗсенчен вирлӗреххи пирӗн Agabazar юлташ.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.28 10:33
Победителей не судят-тесшӗн полас Айван.Анчах та хӑрушла йӑнӑшсемпе тӗрӗсмарлӑхсем пирки уҫҫӑн калама вӑхӑт ҫитнӗ.Ҫавна пола миллион ҫын пустуях пӗтни пере шотлаттарат.
Микуль // 4292.84.0894
2015.05.28 15:06
Сер кӑна мар, Атила тусӑм, пурне те шотлаттарат. Паянхи кун та уҫӑмлиех ҫук, Атилӗхре витӗмлӗх ҫук. Вӑрлани, суйни пит нумай. Эхо Москвы текен страницӑра пӗтӗм Глеб Павловский,Шендерович,Сванидзе,А.Илларионов- пурте малтан влаҫ ҫумӗнче ҫулласа ҫӳренисем_ халь урӑхла кастараҫҫӗ. Вӗсем те хӑйсен шухӑшпе тӗрӗсне калаҫҫӗ, чӑваш форумӗнче те пурте хӑйсен Тӗрӗс шухӑшне пӗлтересшӗн ҫунаҫҫӗ. Кунта ӗмӗрхи ыйту тухса тӑрат-Ӑҫта чӑнлӑх?
Атила // 3913.58.4645
2015.05.29 10:26
Чӑнлӑх хамӑрта.Вӑрҫӑра полнисемпе поплянӑ хӑй вӑхӑтӗнче номай.Нихҫан та мохтаннине илтмен.Нумай каламасчӗҫ.9майра та хальхи пек "мӗкӗрмен".Ҫорри ытла вӑрҫа кайнисем поҫне хонӑ.Ати-апи тӑлӑх та нушаллӑ ӳснӗ.Уявсене окҫа тӑкиччен вӑрҫӑ ачисене бесплатнӑ путевкӑ парасчӗ санаторине.Вара ӑнланма полатчӗ.А паян вӑсам никама та керлӑ мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.29 11:38
Чӑнах та, Атила хӑта, вӑрҫӑра чӑн хутшӑннисем нумай чухне самани урӑхрахчӗ. Санпа килӗшетӗп.Паян пурте ҫав ҫивӗч момонтпа усӑ курса Пиар туса юласшӑн, кун пек япалана ӑнланатпӑр.Путевкисене памаҫҫӗ пулсан санаторине е Шупашкарти госпитале ҫирӗпрех сӗтел ҫине чышкӑпа ҫапмалла тепӗр чухне. Хамӑрӑн та ҫирӗпрех ыйтмалла тепӗр чухне. Район пуҫлӑхне сывлама памалла мар. Электронлӑ ҫыру ҫыр район пуҫлӑхне, минсоцразвити пуҫлӑхне, медстраховани пуҫлӑхне, республикӑ элтепер патне, Раҫҫей патши патне, политикӑ партисем патне тата ыт те. Чиновников никто ещӗ никто не отменял. Саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫличчен тепӗр 50 ҫул иртетех. Пирӗн ҫак срока кӗскетес тесе тӑрӑшмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.30 13:55
Акасапар хӑта, амерсем Раҫҫее кӑна мар, Китай республикине те хӑй айӗнчен кӑларасшӑн мар:"США утрачивают мировую гегемонию, а это основа их благополучия. И единственный способ для них удержать первенство — отбросить Китай назад».Эксперт напомнил, что США делают это разными способами, создавая и подогревая «майдан» в Гонконге, конфликты в Тибете и Синьцзян-Уйгурском районе КНР. Даже ситуация с атипичной пневмонией, по мнению Юлина, является одной из попыток США ослабить Китай.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.04 11:02
Район пуҫлӑхне сывлама памалла мар-тет Бор пичи.Меслетне тӗплӗнрех пӗлтерсен лайӑх полатчӗ.Стелне шаккасан милици хопмас-и?.Полӑ пуҫӗнчен ҫӗрет полсан ме хӳринчен тасатмалла?.Бедный главасане ахаль те хопса пӗтерчӗҫ.
Agabazar // 8582.1.4996
2015.06.04 12:49
Agabazar
Америкăн шалчи туласса çĕрĕн-кунĕн ĕмĕтленсе пурăнатăп.
Америка пирĕн Аслă Атилĕх мар çав вăл.
Victor // 3060.05.3730
2015.06.04 16:00
Victor
Америкăн шалчи туласса çĕрĕн-кунĕн ĕмĕтленсе пурăнатăп.
тулмĕ пулĕ. çак вĕтĕ кашкăр-шаккалсем америккă икăнорĕнчен ывăнса пĕр-пĕрне кăшлама тытăнĕç.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 20

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters